Чӑваш хӗрарӑмӗ ӗҫре те маттур, уявра та сатур

Чӑваш хӗрарӑмӗ ӗҫре те маттур, уявра та сатур

Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗн пуҫарӑвӗпе юпан 12-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче регионсен шайӗнчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивалӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

Конкурса Чӑваш Ен тата Раҫҫей регионӗсенчи ялсенче пурӑнакан пурӗ 16 чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑнчӗ.

Пенза, Пушкӑрт, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи тата Ленинград облаҫӗнчи чи хастар чӑваш хӗрарӑмӗсем хамӑр республикӑри районсенчен килнисемпе пӗр тан, тен хӑш-пӗр енӗпе пултаруллӑрах та пулчӗҫ.

Пурӗ пиллӗк тӗрлӗ номинацири тупӑшура маттурккасем тӗлӗнмелле пултаруллӑх кӑтартрӗҫ.

Ҫемьере чи юратнӑ чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе, илемлӗн вырнаҫтарса ун ҫинчен каласа парас тупӑшӑва чи малтан йӗркелерӗҫ. Куҫ алчӑраса каймалла тулли те пуян, техӗмлӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ тӳресенне кӑна мар, курма килнисенне те кӑмӑлне кайрӗ.

Унтан хӗрарӑмсем видеокурав урлӑ хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.

Чи илӗртӳллӗ те пархатарлӑ ӑмӑрту - чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартса парасси пулчӗ. Кунта ӗне ырри ҫиесси, ача "ҫӑвасси", туй-ҫуй тата ыттине те хӗрарӑмсем кӑсӑклӑ кӑтартса каласа пачӗҫ. Вӗсене ҫывӑх ҫыннисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗсем пулӑшрӗҫ.

Ӑмӑрӑва пултаруллӑх конкурсӗ вӗҫлерӗ. Юрӑ -ташӑ, вӑйӑ-кулӑ, сӑвӑ калассипе пӗринчен тепри ӑста пулчӗҫ Раҫҫей тӗрлӗ регионӗсенчи тата республикӑри ялсенчен килнӗ хӗрарӑмсем.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Алевтина Федорова, культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов, ЧНК ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов, оперӑпа балет театрӗн директорӗ Валерий Клементьев саламласа хавхалантарни конкурса хутшӑнакансене тата та вӑй хушрӗ.

Пӗтӗм номинацисенче пултаруллӑн ӑмӑртса "Чи лайӑх чӑваш хӗрарӑмӗ-2019" сумлӑ ята тата пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Татьяна Серебрякова ҫӗнсе илчӗ, ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов "Чӑваш Ен ахахӗ" санаторине икӗ путевка валли сертификат пачӗ. "Куракансем кӑмӑлланӑ хӗрарӑм" тата иккӗмӗш вырӑна Ленинград облаҫӗнчи Алевтина Челнакова тивӗҫрӗ, ӑна Павел Вязов хуҫалӑхра усӑ курма чаплӑ парне пачӗ.

"Чи ӑслӑ хӗрарӑм" ята конкурса хутшӑннӑ чи аслӑ хӗрарӑм Надежда Никонорова ҫӗнсе илчӗ.

"Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраканӗ" Тӑвай районсенчен килнӗ Эльвира Кириллова, "Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм" ята Йӗпреҫри Ева Петрова, "Чи хитре хӗрарӑм"ята Пушкӑртстанри Ирина Игнатьева тивӗҫрӗҫ.

Конкурсри ҫичӗ номинаци хушшинче "Ҫемье вучахне упраканӗ" ят та пулчӗ, ӑна Муркаш районӗнчи Кудряшова Людмила ҫӗнсе илчӗ. Чи хаваслӑ хӗрарӑм тесе Шӑмӑршӑ районӗнчен килнӗ Татьяна Долговӑна йышӑнчӗҫ, вӑл "Чи хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмлӑ хӗрарӑм" пулса тӑчӗ.

Жюри пайташӗсен балӗсене шутласан Пенза тӑрӑхӗнчен килнӗ Татьяна Чолак "Чи пултаруллӑ хӗрарӑм" ят илчӗ.

Номинацисен ҫӗнтерӳҫисене те спонсорсемпе уйрӑм ыр кӑмӑллӑ ЧНК тусӗсем чаплӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

Калас пулать, ӑмӑртӑва килнӗ пӗр хӗрарӑм та парнесӗр каймарӗ.

Килес ҫул ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ, кирлӗ конкурса тата та ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн ӑна йӗркеленӗ Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем.




Добавить комментарий

  • Яндекс.Метрика
  • Top.Mail.Ru